Пÿрт умěнче вěт кайăксем вěçкелеççě, Тулă сапса парсассăн та çиеймеççě. Тăван тетěп, чунăм тетěп, Ан антар пăттуна, Антарсан та çиейместěп, Çисе çитнě.
Пÿрт умěнче вěт кайăксем вěçкелеççě, Урпа сапса парсассăн та çиеймеççě. Тăван тетěп, чунăм тетěп, Ан ěçтер сăруна, Ěçтерсен те ěçейместěп, Ěçсе çитнě.
Пÿрт умěнче вěт кайăксем вěçкелеççě, Сěлě сапса парсассăн та çиеймеççě. Тăван тетěп, чунăм тетěп, Эс ăсатса яр, Кÿлсе тратнă трантас çине Пире латрса яр.