Твансем тваттăн, эп пěччен, Эп пěчченшěн кулянмас. Твансем сирěншěн кулянап. Пуçăмран çÿллě тăлăп çухи Пуç шăнасран хуйăх çук. Хамăртан лайăх твансем пур, Намăс курасран хуйăх çук. Аслă улăх тăршшипе Ӳсейрет-çке хăвалăх. Çак çěр çинчи пурнăçě Килейрет-çке хăналăх. Хăвалăхри хăвине Усă курма пěлмеспěр. Хнана килнě пурнăçне Ыр пурăнма пěлмеспěр. Хусантан тухать утма çул, Ик айккипе хура тул. Хура тул çурлать, уй тулать, Эпир юрласан пÿрт тулать.