Çурхи тěнче вăраннă чух: Хаваслă кун шăраннă чух, Чун савăнать: чěре сикет, Çěршывăм çинчен юрлас килет. Тăван çěршыв, Тăван çěршыв, Асран кайми Юратнă çěршыв. Тăван çěршыв, Тăван çěршыв, Мухтав сана, Çуралнă çěршыв! Яшсем-херсем вылянă чух, Атте-анне ăс панă чух, Чун савăнать: чěре сикет, Татах та нумай пурнас килет. Тăвансемпе пěрлешнě чух, Чăваш тěнчи çěкленнě чух, Чун савăнать: чěре сикет, Татах та хастар пулас килет.