Пӗчӗк чух Анне калатчӗ кунсерен мана
Ывӑлӑм, тӗрӗс ҫул ҫине санӑн тӑмалла.
Анчах эпӗ итлемерӗм анне сӑмахне
Ҫавӑнпа та тӑраймарӑм тӗрӗс ҫул ҫине.
Кӗр ҫитсессӗн йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑ тӑкӑнать
Аса илсен иртни ҫинчен куҫӑм шывланать.
Кам пӗлнӗ-ха ӗнтӗ ун чух ҫапла пуласса
Ҫерем ҫинче выляса, ашкӑнса, кулса.
Чупса ҫӳренӗ чухне пӗр хуйхӑсӑрах
Ӳссе ҫитсе ҫын пуласса шутламасӑрах
Халь ялан аса килет анне калани
Ывӑлӑм, тӗрӗс ҫул ҫине тӑмалла тени
Анчах эпӗ тӑраймарӑм тӗрӗс ҫул ҫине
Каҫарсам мана, Аннеҫӗм, эсӗ, каҫарсам.
Чӑваш халӑх юрри еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2