Вӗҫсе, вӗҫсе пырать кӑвакарчӑн, кӑвакарчӑн
Кӑвак кӑвакарчӑн эп пулӑттӑм, эп пулӑттӑм
Х.Ю.
Ярӑм, ярӑм шурӑ шӑрҫа пӗр пуса та кирлӗ мар
Хамӑр тӑван сывӑ пулсан пин сум укҫа кирлӗ мар
Ешӗл йӑмра ҫулҫи, ай, лӑскӑнать, ай, лӑскӑнать
Атьӑр юрлар тӑвансем, ай, савӑнса, ай савӑнса
Х.Ю.
Ярӑм, ярӑм шурӑ шӑрҫа пӗр пуса та кирлӗ мар
Хамӑр тӑван сывӑ пулсан пин сум укҫа кирлӗ мар
Манӑн чунӑм сире, ай, юратать, ай, юратать
Савсан, юратмасан, ай, мӗн тутӑр, ай, мӗн тутӑр
Х.Ю.
Ярӑм, ярӑм шурӑ шӑрҫа пӗр пуса та кирлӗ мар
Хамӑр тӑван сывӑ пулсан пин сум укҫа кирлӗ мар
Те саватӑр эсир, те савмастӑр, те савмастӑр
Савнӑ пекех туйӑнать, ай, чунӑма, ман чунӑма
Х.Ю.
Ярӑм, ярӑм шурӑ шӑрҫа пӗр пуса та кирлӗ мар
Хамӑр тӑван сывӑ пулсан пин сум укҫа кирлӗ мар
Чăваш халăх юрри еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2