Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чăваш халăх юрри - Чăнах лайăх чĕн йĕвен | Текст песни

Чӑнах лайӑх чӗн йӗвен те
Чӑнах лайӑх чӗн йӗвен
Лайӑх лаша пуҫӗнче те
Лайӑх лаша пуҫӗнче
Чӑнах лайӑх пирӗн тӑвансем те
Чӑнах лайӑх пирӗн тӑвансем
Ҫынсен тӑванӗсем ҫумӗнче те.
Ҫынсен тӑванӗсем ҫумӗнче

Ик айкки те тӑвайкки те
Ик айкки те тӑвайкки
Ниҫта та ҫук ҫӗр ҫырли те
Ниҫта та ҫук ҫӗр ҫырли
Ери-тавра пӑхсассӑн та
Ери-тавра пӑхсассӑн
Пирӗн тӑвансем пек ниҫта ҫук та
Пирӗн тӑвансем пек ниҫта ҫук

Йывӑҫ тӑрне хӑпарасси те
Йывӑҫ тӑрне хӑпарасси
Хӑпарассинчен анасси те
Хӑпарассинчен анасси
Тӑвансене курасси те
Тӑвансене курасси
Курассинчен уйрӑласси те
Курассинчен уйрӑласси

Саркайӑксен савӑнасси те
Саркайӑксен савӑнасси
Улӑх утти ҫуличчен те
Улӑх утти ҫуличчен
Пирӗн хамӑрӑн савӑнасси те
Пирӗн хамӑрӑн савӑнасси
Тӑвансем патӗнчен кайиччен те
Тӑвансем патӗнчен кайиччен

Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Популярное сейчас
Видео
Нет видео
-