Пĕррĕмĕш çаврăм.
Юрлăр кăна юрлăр, ай тăвансем
Шăнкăрав пек сассăра янратса.
Ас илер-ха, тăван, ай, ларар-ха,
Ырă лайăх кунсене мухтаса/икĕ хут
Хушса юрламалли:икĕ хут
Çăка патак, шурă патак
Авăнмасăр мĕн тутăр.
Т(ă)ванĕ патне т(ă)ванĕ килсен
Савăнмасăр мĕн тутăр
Иккĕмĕш çаврăм.
Çыранĕсем çырă, шывĕ таса
Мĕншĕн çырма тесе те калас мар?
Тăванĕсем лайăх, кăмăл ырă
Мĕншĕн тăван тесе те калас мар?/икĕ хут
Хушса юрламалли: икĕ хут
Виççĕмĕш çаврăм.
Авăтать-çке куккук, юрлать шăпчăк
Хурăнлăхпа хăвалăх хушшинче.
Ĕçĕр-çийĕр тăван, выльăр-кулăр.
Тăван ĕçки-çики те пĕтиччен/икĕ хут
Хушса юрламалли: тăватă хут
Чăваш халăх юрри еще тексты
Другие названия этого текста
- Чăваш халăх юрри - Çăка патак (Московский) (0)
- Алексей Московский - Çăка туй (0)
- Алексей Московский - Çăка патак (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2