Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал) | Текст песни

Тӳпе те ҫӗр, хӗвел те уйӑх,
Сӑвап та пил, халал та кӗлӗ...

Ҫут тӗнче, ҫич тинӗс, ҫитмӗл ҫич чӗлхе, пин-пин чӗре...
Илтсемччӗ, Турӑҫӑм, парсамччӗ ӑс та вӑй-хӑват.

Вӑрманлӑ тарӑн ҫырманӑн тӗпӗнче
Ӑраскалӑм выртать-и ҫухалса
Вӑрманӗ те тӗм чӑтлӑхӗ хура
Мӗнле тупам-ши хам Ӑраскала...

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши сӗм хура вӑрманта?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?

Пӑтранчăк шывлӑ хум-хумлӑ тинӗсре
Ӑраскалӑм ишет-и сивӗнсе?
Ӑш шывӗ тарӑн хумӗсем тӑрӑ
Мӗнле тытам-ши хам ӑраскала?

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши аякри тинӗсре?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?

Телейӗм терӗм, тинех халь тупрӑм терӗм
Пӗлеймерӗ ку хурлӑх пулнине
Кайран тин пӗлтӗм пурнӑҫӑм ялан
Ҫӳрен тӗр юнашар хурлӑхпалан..

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши
Шырамалла-ши пурӑнан пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра


Чăваш халăх юрри еще тексты


Другие названия этого текста
  • Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал) (0)
  • Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал фольклор ушкăнĕ) (0)
  • начало Чăваш халăх юрри - Ăраскал (Çавал) (0)
Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1