Симӗс, симӗс тирексем
Шыв еннелле тайӑлнӑ
Мӗншӗн-ха эс, савнӑ тусӑм
Юратуран уйрӑлнӑ.
Парнелерӗм эп сана
Пирвайхи юратӑва
Саншӑнах эп ҫухатрӑм
Телейпе ҫамрӑклӑха.
Юрататӑп теттӗн эс,
Пӑрахмастӑп теттӗн эс
Урӑххине тӗл пултӑн
Юратӑва таптарӑн
Мӗншӗн-ха эс, савнӑ тусӑм
Юратуран уйрӑлнӑ.
Саншӑнах эп ҫухатрӑм
Телейпе ҫамрӑклӑха.
Урӑххине тӗл пултӑн
Юратӑва таптарӑн
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1