♫ Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна
Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна.
Хура сăхман пермичийĕ килĕшмест и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Çěленĕшĕн ĕç укçине памалла марччĕ.
Тăхăнсам тăван сарă кĕпÿна.
Сарă кĕпе тÿммийěсем килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Сар кĕпине хура тÿмме лартмалла марччĕ.
Çыхсам тăван шурă тутăрна.
Шурă тутăр тĕррийĕсем килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Шур тутăра кăвак тĕрĕ çапмалла марччĕ.
Юрласам, тăван, хăвăн юрруна.
Эп юрланă юрă-кěвĕ килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Хăна янă йыхрав чухне чĕнмелле марччĕ.
Чăваш халăх юрри еще тексты
Другие названия этого текста
- Ижек ансамбле - 07 Тахансам таван (0)
- Чăваш халăх юрри - Тăхăнсам тăван (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1