Уй варринче, лаштра юман,
Атте тесе, ай, кайрăм та.
Килех ывăлăм, ай, темерĕ,
Чун, хурланчĕ, макăртăм та.
Уй варринче, чечен çăка,
Анне тесе, ай, кайрăм та.
Килех ывăлăм, ай, темерĕ,
Чун, хурланчĕ, макăртăм та.
Уй варринче, шурă хурăн,
Савни тесе, ай, кайрăм та.
Килех савни, ай, темерĕ,
Чун, хурланчĕ, макăртăм та.
Чăваш халăх юрри еще тексты
Другие названия этого текста
- Чăваш халăх юрри - Уй варринче (0)
- Чăваш халăх юрри - Уй варринче (Андреев) (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1