Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 12 | Текст песни и Перевод на русский

Каларĕç, каларĕç
Калама та пăрахрĕç
Ман савнине авлантарма
Тепĕр çула хăварчĕç

Каларăм вĕт эп сана
Унпа ан çÿре тесе
Ун пек куштан каччăсем
Пире пăхмаççĕ тесе

Кукăр-макăр çырмара
Качака мĕкĕлтетет
Хам ташлама пĕлмесен те
Купарчам мĕкĕлтетет

Ах, Тур мĕнле япала?
Капитализм купарча!
Хам чĕтренсен чĕтренет те!
Хам силленсен силленет!

Авăнап, авăнап
Пилĕк çинçине кура
Тата ытларах савăнап
Тăван лайăхне курса

Утатăп, чупатăп
Çаврăнса та пăхатăп
Намăс мар-и савни сана?
Киле пĕччен каятăп.

Юрататăп, юрататăп
Юрататăп тетчĕ вăл
Ăсатса яр-ха тесен
Хам та хăрап тетчĕ вăл

Уртăш-чăрăш йывăçсен
Симĕс-симĕс йĕпписем
Чăваш Енĕн пикисем
Чи илемлисем вĕсем

Кÿршĕ ялăн ачисем
Вĕçевпеле вĕçнĕ тет
Эрех пички тĕлне çитсен
Парашютсăр сикнĕ тет
Эрех пички вырăнне
Çырма тĕпне ÿкнĕ тет
Алли-урисене хуçса
Кăçтăльсемпе çÿреç тет

Пирĕн кÿршĕ ялĕнче
Сарпикесем çуккă тет
Каçсерен урамсенче
Вăтăр хусах çÿрет тет
Пĕр хусахĕ тĕттĕм каç
Хĕр вăрласшăн пулнă тет
Çамрăк пике вырăнне
Ватă карчăк лекнĕ тет

Ан ĕçтерĕр эрехне!
Пуç ыратать ирхине!
Ку япала пулнă тет
Чăнахах та пулнă тет.

Чÿречерен чÿречене
Куçаратăп чечеке
Юрăпа та, ташăп та
Ирттеретĕп ĕмĕре

Садра, садра
Сад пахчинче
Сарăкайăк юрă юрлать
Улма йывăç тăрринче

Эс кĕлчечек юратан
Шуррине мар, хĕрлине
Эп савнине юрататăп
Ĕçченнине, хитрине

Симĕс курăк сухан мар
Таптасан та нимте мар
Эпир кунта арчис мар
Арчисран та кая мар

Вăрман тăрри тикĕс мар
Тикĕс пулма шăпăр мар
Пур çынна та юрамашкăн
Çÿлти сарă хĕвел мар

Хĕрлĕ чечек ÿстеретпĕр
Эпир кантăк умĕнче
Иксĕмĕр кăна пĕлетпĕр
Пĕр-пĕрне юратнине

Çÿлте çăлтăр нумаййипе
Пĕлĕт авăнса тăрать
Тăванĕсем лайăххипе
Чунăм савăнса тăрать

Кĕперĕсем шăтăк тет
Урамĕсем япăх тет
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесен те
Ĕç укçине памаç тет

Чӑваш халӑх юрри еще тексты


Перевод Translate.vc



Другие названия этого текста
  • Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 12 (1)
  • Чӑваш халӑх юрри - Такмаксем 2 (0)
  • Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 13 (0)
  • Чӑваш халӑх юрри - Ял çумĕнчи вăрманта (0)
  • танцы Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 13 (0)
  • Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 10 (0)
  • Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 11 (0)
  • Чӑваш халӑх юрри (Chuvashla) - Чӑваш ташши 12 (0)
Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1