Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чăваш халăх юрри - Шыв хĕрринче | Текст песни

Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç
Каçма урлă лăш-лăш силленсе.
Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çăмăр
Çĕмĕрт йывăç тавра тăкăнса...
Шăпăр-шăпăр çăвать çурхи çăмăр
Çĕмĕрт йывăç тавра тăкăнса...

Ĕмĕр иртет тесе ан куллянăр,
Эпир ăна тытса чарас çук.
Ĕçĕр-çийĕр, юрă шăрантарăр
Савнă тăванăрсемпе пĕрле чух...
Ĕçĕр-çийĕр, юрă шăрантарăр,
Савнă тăванăрсемпе пĕрле чух...

Кашни çулах çуркунне çитсессĕн,
Тухăр тăвансем улма пахчине...
Çамрăк ĕмĕр асăра килсессĕн,
Итлĕр тăвансем шăпчăк сассине...
Çамрăк ĕмĕр асăра килсессĕн,
Итлĕр тăвансем шăпчăк сассине...

Ĕмĕр иртет тесе ан куллянăр,
Эпир ăна тытса чарас çук.
Ĕçĕр-çийĕр, юрă шăрантарăр,
Савнă тăванăрсемпе пĕрле чух...
Ĕçĕр-çийĕр, юрă шăрантарăр
Савнă тванăрсемпе пĕрле чух...


Чăваш халăх юрри еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3