Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Юратсан чӗре чарма ҫук ӑна
Юратсан хӗвел, лекен тыткӑна.
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе, уйӑх кӳлӗре.
Сан илемӳпе киленет чӗре.
Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Юрӑ кӗвӗлет шӑпчӑк ӗшнере.
Пӗр сана кӗтет тунсӑхлӑ чӗре.
Куҫ пекех упрар ҫутӑ уйӑма.
Юрату кӑвар тивӗҫ вӑл ҫунма.
Ах чӗре, чӗрем, вут пек ма хӗрен,
Юратма кӑна тунӑ-ши сана?
Ах чӗре, чӗрем, мӗн сана сӗнем
Лӑпкӑ пурӑнма пар-ха чунӑма.
Чувашская еще тексты
Другие названия этого текста
- Алексей Шадриков - Ах чӗре, чӗрем (3)
- Алексей Шадриков - Ах чӗре, чӗрем (0)
- Чувашская - Ах Чӗре, Чӗрем (0)
- Шадриков - Ах чере, чере (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1