Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чувашская народная музыка - Ĕлĕк чух, çамрăк чух... | Текст песни

Ĕлĕк чух, çамрăк чух,
Лармă-тăма пĕлмен чух та,
Алла купăс тытаттăм та,
Хĕрсем патне каяттăм,
Алла купăс тытаттăм та,
Хĕрсем патне каяттăм.

Ĕлĕк чух, çамрăк чух,
Ăсса пуçа хывнă чух та,
Сар хĕрсене йыхраттăм та,
Юр юрласа яраттăм,
Сар хĕрсене йыхраттăм та,
Юр юрласа яраттăм.

Утакан та утаймаç те,
Шывра кĕвĕ ирĕлмест,
Хам тантăшсем сывă пулсан,
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.

Ĕлĕк чух, çамрăк чух,
Лармă-тăма пĕлмен чух та,
Алла купăс тытаттăм та,
Улăх тăрăх çÿреттĕм,
Алла купăс тытаттăм та,
Улăх тăрăх çÿреттĕм.

Ĕлĕк чух, çамрăк чух,
,
Сар хĕрсене йыхраттăм та,
Тапăртатса ташлаттăм,
Сар хĕрсене йыхраттăм та,
Тапăртатса ташлаттăм.

Утакан та утаймаç те,
Шывра кĕвĕ ирĕлмест,
Хам тантăшсем сывă пулсан,
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.

Утакан та утаймаç те,
Шывра кĕвĕ ирĕлмест,
Хам тантăшсем сывă пулсан,
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.


Чувашская народная музыка еще тексты


Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1