Юратапăп эп пĕр хитре хĕрĕ çĕр çинче, Хăй илемĕпе тыткăнлать манăн чĕрене. Çак хитре хĕре, çак хитре хĕре юратса Эп парнелеп тĕм пĕтĕм тĕнчене пĕр ăна
Çута çăлтăр пек йăлкашать унăн йăл кулли. Ун пек чипер хĕр тĕнчере тата кам пур-ши? Пĕр çак хĕр кăна, пĕр çак хĕр кăна чĕрере Анчах юнашар тĕлĕкре кăна çак пике.
Хăçан та пулсан мана пĕтĕмпех ăнланать, Ман пата пырать, шăппăн çĕç вăл пăшăлтатать: «Пĕр сана кăна, пĕр сана кăна юратап», Чуп туса мана «Эп яланлăхах сан пулап».