Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Чувашские песни - Атте çуралнă кунĕ | Текст песни

Ман аттен паян çуралнă кунĕ
Турă патăр татах кун-çулне
Сахал мар хура-шурне вăл курнă
Пурнăç ир шуратнă ун пуçне
Сахал мар хура-шурне вăл курнă
Пурнăç ир шуратнă ун пуçне

Ах аттеçĕм татах пурăн
Эс пире савăнтарса
Эс ÿстернĕ шурă хурăн
Нумай лартăр кашласа
Сан садра ав çитĕнеççĕ
Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
Чун юратнă мăнуксем

Сан çине анне пăхать ытарлăн
Ас илет, тен, иртнĕ кунсене
Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл
Çуратса пĕрле ÿстернине
Санпала çеç хĕр тиветчĕ ывăл
Çуратса пĕрле ÿстернине

Ах аттеçĕм татах пурăн
Эс пире савăнтарса
Эс ÿстернĕ шурă хурăн
Нумай лартăр кашласа
Сан садра ав çитĕнеççĕ
Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
Чун юратнă мăнуксем

Ах, аттеçĕм, эпир сана юрататпăр.
Ах, аттеçĕм, санпа мухтанатпăр.
Ах, аттеçĕм, эс пурришĕн турра тав тăватпăр.
Нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Ваттисем каланă халала эс
Пурнăçланă, атте, чăннипех
Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ
Яту юлĕ сан мăнуксенче
Эс кайсан те тем чул йывăç кашĕ
Яту юлĕ сан мăнуксенче

Ах аттеçĕм татах пурăн
Эс пире савăнтарса
Эс ÿстернĕ шурă хурăн
Нумай лартăр кашласа
Сан садра ав çитĕнеççĕ
Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
Чун юратнă мăнуксем

Ах аттеçĕм татах пурăн
Эс пире савăнтарса
Эс ÿстернĕ шурă хурăн
Нумай лартăр кашласа
Сан садра ав çитĕнеççĕ
Тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем
Пирĕнпе чупса çÿреççĕ
Чун юратнă мăнуксем

Чувашские песни еще тексты


Другие названия этого текста
  • Чувашские песни - Атте çуралнă кунĕ (0)
  • Моя любимая чувашская песня - Атте çуралнă кунĕ (0)
Видео
    Нет видео
    -
    Оценка текста
    Статистика страницы на pesni.guru ▼
    Просмотров сегодня: 1