Юратас килет ман сана ялан
Ыйхă сирĕлет эс ыталасан
Эс хитре çĕрле, кăнтăрлахиччен
Савăнса пĕрле юрлăпăр ирччен
Ытала, ытала
Пĕртте ан вăтан
Ачашла, ачашла
Ик аллупалан
Хыт чуп ту, хыт чуп ту
Эпĕ пулăп сан
Сÿнмĕ-çке юрату
Пĕр-пĕрне савсан
Ташлăп эп кунта юрату ташши
Сан ытамунта мĕншĕн лайăх-ши?
Сÿнчĕç çăлтăрсем шурăмпуç килет
Чĕремри хĕлхем ялкăшса илет
Ытала, ытала
Пĕртте ан вăтан
Ачашла, ачашла
Ик аллупалан
Хыт чуп ту, хыт чуп ту
Эпĕ пулăп сан
Сÿнмĕ-çке юрату
Пĕр-пĕрне савсан
Эпĕ ирĕлеп сана çеç курсан
Саншăнах вилеп пурнăçра ялан
Юратма сана пăрахассăм çук
Санăн ытамна эп манассăм çук
Ытала, ытала
Пĕртте ан вăтан
Ачашла, ачашла
Ик аллупалан
Хыт чуп ту, хыт чуп ту
Эпĕ пулăп сан
Сÿнмĕ-çке юрату
Пĕр-пĕрне савсан
Ытала, ытала
Пĕртте ан вăтан
Ачашла, ачашла
Ик аллупалан
Хыт чуп ту, хыт чуп ту
Эпĕ пулăп сан
Сÿнмĕ-çке юрату
Пĕр-пĕрне савсан
Чувашские песни еще тексты
Другие названия этого текста
- Чувашские песни - Ытала (0)
- Полина - Ытала (0)
- Полина(чувашская песенка) - Ытала (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2