Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Юрий Петухов - Кунĕпех çăвать сив çумăр | Текст песни

Кунĕпех çавать сивĕ çумăр
Пытанса лараç çынсем килте
Уй-хир варринче çак çумăр витĕр
Йĕпенсе тăрать пĕр кĕлетке
Умĕнче выртать ун çывăх тусĕ
Тихаран ӳстернĕ хăй лаши.
Кĕвĕлме ĕлкернĕ тусăн юнĕ
Пурнăç паллине памасть чĕри

Ялтан инçе мар хура вăрман
Ирĕке хуçа тусне ярсан
Ĕрĕхсе каять вăрман енне
Пĕлмесĕр унта мĕн кĕтнине
Ĕрĕхсе каять вăрман енне
Пĕлмесĕр унта мĕн кĕтнине


Выляма чарăнсан чăтлăхра
Ăнлансан пĕччен çеç пулнине
Каялла анчах çеç çаврăнайрĕ
Курчĕ кашкăрсен ертӳçине
Ик ураллă тăчĕ, хăрамарĕ
Амантса кашкăрсен пуçлăхне
Мĕнпур вăйĕпе унтан вăл тарчĕ,
Вăрмантан тухсан ӳкрĕ çĕре

Çивĕч шăлсемпе хыçран çакланнă
Ӳссе çитнĕ кашкăр çурисем
Вилмеллех çапах ăна амантнă
Пăшал сассине илтсен вĕсем
Вилмеллех çапах ăна амантнă
Пăшал сассине илтсен вĕсем


Кунĕпех çавать сивĕ çумăр
Пытанса лараç çынсем килте
Уй-хир варринче çак çумăр витĕр
Йĕпенсе тăрать пĕр кĕлетке
Уй-хир варринче çак çумăр витĕр
Йĕпенсе тăрать пĕр кĕлетке

Юрий Петухов еще тексты


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-