Хыçа юлчĕ пулмалла ачалăх.
Вăл упранĕ кашнин чĕринче.
Атте пур, анне пур савăнмалăх
Вĕсем панă пире çут тĕнче
Саламлатпăр, сире пуç таятпăр
Ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр
Çăлтăр пек илĕртсен те малашлăх
Çав-çавах паянхи кун хитре
Юлташ пур, тăван пур юратмалăх
Йăлтăр кулă вылять сăн-питре
Саламлатпăр, сире пуç таятпăр
Ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр
Çĕр çинче пурăнсан та пин халăх
Чăвашсенчен пахи пурпĕр çук
Юрă пур, ташă пур мухтанмалăх
Савăнар пĕрле пухăннă чух
Саламлатпăр, сире пуç таятпăр
Ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр
Хăть мĕнле тулта пулсан та çанталăк
Кăмăл-туйăм кĕрет юрласан
Шухăш пур, ĕмĕт пур пурăнмалăх
Ăраскалĕ килет хамăртан.
Саламлатпăр, сире пуç таятпăр
Ăнăçу, телей, сывлăх сунатпăр
Янташ еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1