Аннеçĕм, ах анне, ан айăпла пире Килтен тухса кайса çÿренĕрен çĕтсе Сана сума суса, чун-чĕререн кÿтсе Юрлатăп çак юрра, аннеçĕм, сан умра. Сана сума суса, Юрлатăп çак юрра, аннеçĕм, сан умра
Ку юрă ман парне, сана валли анне Аннеçĕм, ах анне ,ан айăпла пире Çуралнă кил-çуртра эп пулнăран сайра Чун-чĕрепе пĕрле, çулсем ытла инçе. Çуралнă кил-çуртра Чун-чĕрепе пĕрле, çулсем ытла инçе
Сана курас килсен хуткупăса илсе Юрлатăп çак юрра хурланнă вăхăтра Аннеçĕм, ах анне, ан айăпла пире Чун-чĕресем пĕрле, çулсем ытла инçе. Аннеçĕм, ах анне, Чун-чĕресем пĕрле, çулсем ытла инçе. Чун-чĕресем пĕрле, çулсем ытла инçе.