Çĕрпе пĕлĕт хушшинче,
Хумлă тинĕс хĕрринче,
Çил-тăманлă каçсенче итле, эс итле мана
Çурхи лăпкă кунсенче
Шăнкăр шыв юхамĕнче
Сар хĕвелĕн куллинче итле, эс итле
Эс илтсем манăн сасса,
Эс ăнлансамччĕ ман чуна,
Чунăм епле кĕтет, кĕтет сана савса
Шурă-шурă пĕлĕтсем
Туртăнаççĕ инçете
Шурă-шурă кайăксем
Илсе кайăр манăн ĕмĕте
Шурă-шурă шухăшсем
Шурă-шурă чечексем
Карталанччăр ман чунра,
Карталанччăр манăн ĕмĕтре
Манăн ĕмĕтре
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра
Çут çăлтăрлă улăхра
Шур хурăнлă катара итле, эс итле мана
Мерчен-кĕмĕл сывлăмра,
Тăрна куçлă тумламра
Юратуллă чунăмра итле, эс итле
Эс илтсем манăн сасса,
Эс ăнлансамччĕ ман чуна,
Чунăм епле кĕтет, кĕтет сана савса
Шурă-шурă пĕлĕтсем
Туртăнаççĕ инçете
Шурă-шурă кайăксем
Илсе кайăр манăн ĕмĕте
Шурă-шурă шухăшсем
Шурă-шурă чечексем
Карталанччăр ман чунра,
Карталанччăр манăн ĕмĕтре
Манăн ĕмĕтре
Анастасия Егоркина еще тексты
Оценка текста
Как вам текст?
1 out of 5
2 out of 5
3 out of 5
4 out of 5
5 out of 5
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 3