Сӑвви Валерий Раштавӑн
Кӗвви Александр Быковскийӗн
Юрату чечекӗ
Савнӑҫ куҫҫулӗ ман паян пуласчӗ.
Ик куҫунтан тумламӑн тӑкӑнасчӗ
Ҫуммӑн ларсам, савнӑ мӑшӑр,
Эсӗ пуртан ҫуртӑм ӑшӑ.
Пирӗн ҫемье тымарĕ ҫирӗп пултӑр,
Мӗн япӑххи, йӑлтах хыҫа халь юлтӑр,
Тӗрӗс ҫулпа ҫеҫ утасчӗ,
Ывӑл-хӗрпе ыр курасчӗ.
Ҫӑлтӑрсенчен телейлине суйларӑм
Пикесенчен – сана юратнӑ арӑм,
Эсӗ хӑва пек яш пӳллӗ,
Ҫепӗҫ хитре илӗртӳллӗ.
Эс сӑнупа та, чунупа та хӳхӗм.
Панă сана Турри мĕн чухлĕ тӳсӗм!
Эс – халапри вӑйлӑ Улăп,
Эпӗ санпа ӗмӗр пулӑп.
Хушса юрламалли
Сар хĕвел ҫӳл тӳпере йӑл култăр,
Ҫут тӗнче хаваслӑхпа ҫеҫ тултăр.
Туйăмсем пулсан таса, черченкӗ,
Шанмӗ пирӗн юрату чечекӗ.
Андрей Кузнецов, Алевтина Кузнецова еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1