Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче Сарă кайăк юрлать юррине. Укăлча умĕнче ăшă çил хумĕнче Пăлханса эп кĕтеп савнине. Сарă кайăк мухтать çурхи каç илемне Шăнкăр шыв çĕммипе пĕр пулса. Савнă тусăм тухсам шурă хурăн умне Сарă кайăк юрри пек юхса.
Çума çум ÿсекен икĕ хурăн пекех Ман ларасчĕ санпа юнашар. Йăлтăркка тÿпери çутă уйăх пекех Шăранать чĕрери шел кăвар.
Укăлча умĕнче, шурă хурăн çинче Çепĕç кайăк юрлать юррине. Кил савниçĕм, сана, ăшă çил хумĕнче Парнелем эпĕ хам чĕрене.