Эп утап шупашкар хулипе,
Мана хирӗҫ килет пӗр пике.
Саламларӑм ӑна ыр сунса –
«Салам» – терӗн эс йӑл кулса.
Х.ю.:
Санӑн яту те Ирина, Алина, Галина, Марина,
Светлана, Наташа, Томара – эсӗ ятна каламарӑн.
Санӑн яту те Ирина, Алина, Галина, Марина,
Светлана, Наташа, Томара – темшӗн ятна каламарӑн.
Вӗвльвӗҫеҫ хитре сарӑ ҫуҫсем,
Йӑл кулаҫ мӑшӑр кӑпӑк куҫсем:
Вут хыптартӑн эс ман чунӑмра –
Тухас ҫук нихӑҫан асӑмран.
Х.ю.:
Эп ҫыратӑп сана кунсерен,
Кашни каҫ эсӗ ман тӗлӗкре.
Те итлетӗн эс халь ҫак юрра,
Тӗл пуласчӗ санпа хӑвӑртрах.
Х.ю.:
Валерий Дмитриев еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1