Ах, тăхта-ха, ан васка, пикеçĕм!
Таçта курнă мар-и эп сана?
Куçусем çут çăлтăр пек çиçеççĕ,
Хĕмленет чĕре эс пăхсанах.
Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.
Çак кунччен ятна санне пĕлменччĕ,
Ак паян паллашрăмăр тинех.
Маншăн çут тĕнче те хитреленчĕ,
Эп хама туятăп вĕçнĕнех.
Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.
Тĕлĕкре санах-мĕн курнă эпĕ:
Куçусем тухмаççĕ асăмран.
Сассуна илтсе халь хĕпĕртетĕп.
Ан тарсамччĕ çеç, пике, манран.
Хушса юрламалли:
Уйăхпа каçпа калаçнă чух
Сан çинчен ыйтаттăм калама.
Сан пек хĕр, пикеçĕм, урăх çук -
Вут хыптартăн çамрăк чунăма.
Дима Иванов еще тексты
Другие названия этого текста
- Дима Иванов - ТАÇТА КУРНĂ ЭП САНА (2)
- Дима Иванов - ТАÇТА КУРНĂ ЭП САНА (0)
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2