Юратсан юрлас килет (сл.-Валерий Раштав, муз.-Сергей Марков)
Валерий Раштав сăвви Сергей Марков кĕвви
Пĕр тумлам юратăвна Парнеле, савни, мана. Тумламран çăлкуç пулсассăн Эпĕ пулăп ĕмĕр сан. Кирлĕ çил шур пĕлĕте, Савăк кулă – сăн-пите. Телее çапла туйса илме Кирлĕ эс çут тĕнчере.
Хушса юрламалли: Ай, мĕн-ма-ши, кам пĕлет, Юратсан юрлас килет? Ман пата эс кил часрах, савни. Чунăм алăкĕ патне. Ай, мĕн-ма-ши, кам пĕлет, Юратсан юрас килет? Ман валли, пикеçĕм, пулăн эс Чĕрери кăвар кĕтес.
Пĕр хĕлхем юратăвна Парнеле, савни, мана. Хĕлхемрен кăвайт пулсассăн Ĕмĕр-ĕмĕр эпĕ – сан. Кирлĕ çăлтăр уйăха, Симĕс курăк – улăха. Ĕмĕтре санпа пĕрле вĕçме Кирлĕ эсĕ чĕрере.