Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Евгений Кузнецов - Юрату Турри | Текст песни

Альбина Юрату сăвви
Александр Быковский кĕвви

Манас çук нихçан эп сан куçна,
Куллуна, чĕрем хумханăвне,
Шур юрпа пĕркеннĕ хулана,
Иккĕн çеç хаваслăн утнине.

хушса юрламалли:

Ик чĕре каллех, каллех, каллех пĕрле,
Каç илемĕ - юр пĕрчи çути.
Эй, тĕнче, тĕнче, тĕнче, юратупа кĕрле!
Чун савнин тути - шерпет тути!

Эс каланă сăмахсем асрах:
«Чăн телей вăл – эсĕ, эс пурри!»
Ĕненетĕп, юрату пурах,
Маншăн эсĕ - юрату Турри!

хушса юрламалли (2 хут):

Манас çук нихçан çак кунсене,
Пĕр эрне эс пултăн юнашар.
Тӳпене вĕçтертĕм чĕрене,
Ӑрăмла, çепĕçлĕхпе тулар.

хушса юрламалли:

Эп сана шырарăм ахаль мар,
Куçунта куратăп çут сăна.
Чĕрӳне мана эс шанса пар,
Эсĕ – пурнăç, эсĕ - ман кăна.

хушса юрламалли (2 хут):


Евгений Кузнецов еще тексты


Видео
    Нет видео
    -
    Оценка текста
    Статистика страницы на pesni.guru ▼
    Просмотров сегодня: 2