Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Лапка юрӗ лӑпкӑн ҫутӑр-и?
Вӑл тата хӑҫан ҫапла ҫӑвать?
Пирӗн чӗресене тасатать.
Ак кӗҫех ҫитес ҫурхи кунсем
Кайӗҫ ирӗлсе лапка юрсем
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Лӑпкӑ юрӗ лӑпкӑн ҫутӑр-и?
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Шурӑ ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫуртӑр-и?
Вӑл тата хӑҫан ҫеҫке ҫурать?
Пирӗн чунсене асам парать.
Ак кӗҫех ҫитеҫ кӗрхи кунсем
Ҫӗмӗрт тӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Шурӑ ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫуртӑр-и?
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Шӑпчӑк юррине юрлатӑр-и?
Вӑл тата хӑҫан ҫапла юрлать,
Чӗрере юрату ҫуратать.
Ак кӗҫех ҫитес кӗрхи кунсем
Инҫене ӑсанӗҫ шӑпчӑксем.
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Шӑпчӑк юррине юрлатӑр-и?
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Пӗрне-пӗри куҫран пӑхар-и?
Ку самант вӑл тӑтӑшах пулмасть.
Шӑпа пӳрни уйрӑм пурӑнма.
Ак кӗҫех килет сыв пулашма
Аннене килӗ юлӗ пушанса
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Пӗрне-пӗри ырӑ сунар-и?
Шăппăн кăна шăппăн ларар-и?
Пӗрне-пӗри ырӑ сунар-и?
Иван Христофоров еще тексты
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1