Текст песни \"Чăваш\" (\"Чуваш\"). --------------------------------------— 1). Хĕвелтен вăранса иртерех Кÿленетĕн ĕçе эс каллех. Тулăх мар-çке çавах пурнăçу, Ав, канмашкăн та вăхăт сан çук.
Припев: (Хушса юрламалли:) ------------------------------------— Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш, Уй-хирте хумхансан сар ыраш Ытлашши йывăр килмĕ малаш.
Ан кулян çĕр ĕçченĕ чăваш Кăмăлу сан пулнишĕн йăваш, Пирĕн халăх хастар авалтан, Пуç усмашкăн эпир хăнăхман. --------------------------------------—
2). Тар тăксан та ырри курăнмасть, Вăй хурсан та укçи хушăнмасть. Вăрманне те касма каймалла, Ачине те шкула ямалла.