Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Шуçăм - 09 Йӗпреҫ ташши | Текст песни

♫ Йěпреç ташши
◄▲►▼Гармонистăн гармонь пур
Ун аллинче çěрě пур.
Гармонистпа ан калаçăр,
Унăн хăйěн хěрě пур.
Шапа мар, пулă мар
Шывра ишеес çук.
Сарă мар, вăрăм мар,
Çынна юраяс çук.
Кала-кала гармонист,
Ахаль тумăп эп сана.
Качча тухсан, ача тусан
Кумма тăвăп эп сана.
Хопа-хопа,
Хопа каламалла.
Никама та ним те туман,
Çампа каламалла.
◄▲►▼Гармонистăн пÿрнисем
Вылянарах тăраççě.
Çавăнпа та гармониста
Юратарах параççě.
Ах, тесе ма калас,
Чěрене ма çунтарас.
Хам савнине çынна парса
Çынна ма савăнтарас.
◄▲►▼Апла та терěç мана,
Капла та терěç мана
Çын сăмахě ним те мар та
Савни юратать мана.
Пěрре, иккě, виççě, тăваттă…
Урăх шутламаспăр.
Тавтапуçах гармониста,
Урăх ташламаспăр. ◄▲►▼


Шуçăм еще тексты


Другие названия этого текста
  • фольклорный ансамбль "Шуçăм" - 09 Йепрещ ташши (0)
  • фольклорный ансамбль "Шуçăм" (Chuvashla) - 09 Йепрещ ташши (0)
  • Шуçăм - 09 Йӗпреҫ ташши (0)
Видео
Нет видео
-
Оценка текста
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 2